Шупашкарти шкулсенче мина хунӑ тесе каллех хӑратакан тупӑннӑ. Хальхинче те ун пек хыпара хулари темиҫе шкула ҫитернӗ. Кун пирки паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра пӗрлехи диспетчер службин пуҫлӑхӗ Александр Малов пӗлтернӗ.
Вырсарникун, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарти 28 шкулӑн электрон адресӗ ҫине такамсем ҫырусем ӑсатнӑ. Вӗсенче вӗренӳ учрежденийӗсенче мина хуни пирки хыпарланӑ.
Яваплисем ҫийӗнчех ура ҫине тӑнӑ. Турра шӗкӗр, нимле мина та пулман.
Сирпӗтмелли хатӗр хуни пирки кӑҫал хулари шкулсене пилӗк хутчен хӑратнӑ. Кӑрлач уйӑхӗнче 5-мӗш гимназин А корпусӗнчен, 17-мӗш тата 20-мӗш шкулсенчи ачасене эвакуацилеме тивнӗ, нарӑс уйӑхӗнче — 23-мӗш шкулта вӗренекенсене.