Николай Никитин ывӑлӗпе пӗрле «Шупашкар – Муркаш» маршрутпа пассажирсене илсе ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем 2000-мӗш ҫул пуҫламӑшӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ.
Ашшӗпе ывӑлӗ палӑртнӑ тӑрӑх, телей укҫара мар. Вӗсем кашни 5 ҫулта пассажирсене тӳлевсӗр ӗҫлемелли кун тӑваҫҫӗ. Хальхинче вӑл тӑваттӑмӗш хут иртнӗ. Ку акци паян пулнӑ. Ашшӗпе ывалӗ кунӗпех ҫынсене тӳлевсӗр илсе ҫӳренӗ. Пӗтӗмпе 61 рейс тунӑ, 20 автобус ҫӳренӗ.
Ашшӗпе ывӑлӗшӗн ку тӑкаклӑ, ҫапах ӳкӗнмеҫҫӗ вӗсем. Вӗсен маршручӗсемпе кунне вӑтамран 750-800 ҫын ҫӳрет.
Юнкӑра пурӑнакан Александра Викторова кӑмӑллӑ. Шупашкара кайса килме 140 тенкӗ кирлӗ. Тӳлевсӗр илсе ҫӳренӗ чухне вӑл маршрут хуҫине ҫӑкӑрлӑх укҫа куҫарса парса тав сӑмахӗ калать.