Кӳкеҫре пурӑннӑ, Ҫӗнӗ ҫул каҫхине ҫухалнӑ арҫынна тупнӑ. Шел те, ӑна вӗлернӗ. Ку кӑна мар, кӗлеткине вакланӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна та палӑртнӑ. 55-ри арҫын ҫухални пирки тӑванӗсем ҫийӗнчех пӗлтернӗ. Ҫухалнӑскерӗн телефонне тишкерсе вӑл юлашинчен кампа калаҫнине палӑртма май килнӗ. Ҫав ҫын хӑй те тискер ӗҫ тунине тунман.
Ку раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пулнӑ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кун тытса чарнӑ арҫын общежитири пӳлӗмре пулнӑ. Унта ҫав вӗлернӗ арҫын пурӑннӑ. Хайхискерсем пӗрле эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн хирӗҫсе кайнӑ. Хӑна кил хуҫине тапса-ҫапса пӗтернӗ. Лешӗ вилсе кайнӑ. Ку преступлени йӗрне пӗтерес тесе вилене вакласа икӗ миххе чикнӗ те общежитирен инҫех мар ҫырмана кайса пытарнӑ.