Шупашкарти социаллӑ учрежденисене юсама кӑҫал хыснаран хулана 900 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрнӑ. Хулан сити-менеджерӗ Алексей Ладыков Фейсбукра палӑртнӑ тӑрӑх, ку вӑл рекордла сумма.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ укҫана Олег Николаев Элтепер пулӑшнипе уйӑрнине палӑртнӑ, «Эпир ӗҫленӗ вӑхӑтра кун чухлӗ укҫа уйӑрни пулман!» — тесе ҫырнӑ Алексей Ладыков.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен хулари 28 вӗренӳ, культура тата спорт учрежденине юсама палӑртнӑ.
Юсамалли учрежденисен списокӗнче — 12, 27, 28, 30, 63, 24 тата 31-мӗш шкулсем, 19, 25, 41, 46, 49, 61, 74, 75, 85, 88, 48-мӗш ача пахчисем, «Березка» тата «Бригантина» уйлӑхсем, «Энергия» стадион, хушма пӗлӳ паракан 7 шкулпа культура учрежденийӗ.
«Вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ юсаса ҫӗнетессипе пирӗн ҫине пысӑк яваплӑх тиенӗ. Соцблок ертӳҫисен доклачӗсене эрнере икӗ хутран кая мар итлӗп. Ӗҫе строительство тӗрӗслевӗ тата общественниксем хакланӑ хыҫҫӑн йышӑнӑпӑр», — тесе ҫырнӑ Алексей Ладыков.