Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Бангладешра 70 ытла тигра вӗлернӗ браконьера тытнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.06.2021 17:58 | 914 хут пӑхнӑ
Тӗнчере

Бангладешра 70 бенгали тигрне вӗлернӗ браконьера арестленӗ. Ӑна 20 ҫул хушши тытайман.

Хабиб Талукдер, Тигр Хабиб ятпа палӑрнӑскер, Индипе Бангладеш хушшинчи чикӗре вырнаҫнӑ Сундарбан мангров вӑрманӗнче сунарта ҫӳренӗ. Би-би-си пӗлтернӗ тӑрӑх вӑл сахалтан та 70 сайра тӗл пулакан чӗрчуна вӗлернӗ. Ку районта бенгали тигрӗсен тӗнчери чи пысӑк йышӗ пурӑнать, ҫутҫанталӑкра вӗсем пурӗ те темиҫе пин ҫеҫ юлнӑ.

50 ҫулти Талукдер хӑйӗн карьерине вӑрманта пыл пухнипе пуҫланӑ. Пыл пухакансенчен пӗри Абдус Салам каланӑ тӑрӑх, вырӑнти ҫынсем Хабиба «пӗр енчен хисеплеҫҫӗ, тепӗр енчен унран хӑраҫҫӗ те». Унӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, «вӑл вӑрманти тигрсемпе пӗччен ҫапӑҫма пултаракан хӑрушӑ ҫын».

Абдул Маннан офицер пӗлтернӗ тӑрӑх, полици те, вӑрман управленийӗ те нумай ҫул хушши Талукдера арестлеме хӑтланнӑ. Вӑл, хӑйне тахҫантанпах вӑрмана кӗме чарнӑ пулин те, Сундарбана вӑрттӑн лекме ҫул тупнӑ, тискер чӗрчунсем ҫине сунара ҫӳренӗ», — каласа панӑ полицейски, браконьер хурахсемпе ҫыхӑнни пирки те хушнӑ.

2018 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, Бангладешра ирттернӗ тигрсен шутлавӗпе килӗшӳллӗн Сундарбанра вӗсен йышӗ 2015 ҫулта палӑртнӑ чи пӗчӗк кӑтартуран (ун чухне 106 ҫеҫ пулнӑ) 114 таран ӳснӗ. 2020 ҫулхи WWF отчётӗнче те чӗрчунсен йышӗ майӗпен ӳсме пуҫлани пирки пӗлтернӗ.

#Бангладеш, #тӗнчере, #тигрсем, #сунар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем