Шупашкарта каллех тепӗр ҫын нумай хутлӑ ҫуртран ӳкнӗ. Шел те, хальхинче те ку пӑтӑрмах вилепе вӗҫленнӗ.
Ку паян 14 сехет ҫурӑра пулнӑ. «Про Горд» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын нумай хутлӑ ҫуртӑн пурте усӑ куракан балконран ӳкнӗ. Ку пӑтӑрмах Учитель урамӗнчи 15-мӗш ҫуртра пулса иртнӗ.
Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын йӗрке хуралҫисем ҫитиччен вилсе кайнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.