Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ вӑкӑр хуҫине водителе 233 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Выльӑх хуҫи вӑкӑрсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫитменнине, ӑна вилмеллех ҫапса хӑварнӑ водителе укҫа тӳлемелле.
Авари хунарсем ҫук ҫул ҫинче ирхи 6 сехет хыҫҫӑн пулнӑ. Водитель тӗттӗмре выльӑха асӑрхайман, ҫапса хӑварнӑ. Лешӗ вилнӗ.
Водитель страхлав компанине кайнӑ, анчах компенсаци тӳлеме хирӗҫленӗ – ку тӗслӗх саккуна кӗмест-мӗн. Вӑкӑр хуҫине автомобиль сиенӗн виҫине палӑртнӑ ҫӗре чӗннӗ – лешӗ килмен.
Эксперт палӑртнӑ тӑрӑх, машина юсавӗн тӑкакӗ 220,8 пин тенкӗпе танлашнӑ. Эксперта тепӗр 6 пин тӳленӗ. Фермер хуҫалӑхӗн хуҫине суд умӗнхи ҫырӑва янӑ, вӑл ӑна шута илмен. Хӗрарӑм суда та килмен. Вӑл хуҫалӑхӗнче шултра мӑйракаллӑ 18 выльӑх, 47 пӗчӗк мӑйракаллине усрать.
Саккунпа килӗшӳллӗн, выльӑха ҫул урлӑ ҫутӑ чухне каҫармалла. Ҫапла фермерӑн водителе укҫа тӳлеме тивет.