Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Литературӑпа ӳнер енӗпе премие тивӗҫ ӗҫ тупӑнман

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 16.06.2021 17:12 | 1945 хут пӑхнӑ
Культура

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, литературӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине парассипе ӗҫлекен комисси ларӑвӗ иртнӗ. Ӗҫлӗ ҫак ушкӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ.

Комисси пайташӗсем конкурса тӑратнӑ 7 ӗҫе тӗплӗн пӑхса тухнӑ. Анчах темле тишкерсен те вӗсем премие тивӗҫлӗ ӗҫе тупса палӑртайман. Ҫавна май 2020 ҫулшӑн литературӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине памасан тӗрӗсрех тесе йышӑннӑ.

Преми парас мар текен сӗнӗве ӗҫлӗ ушкӑн Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев патне ҫитерӗ.

#литература, #культура, #комиссисем, #премисем, #конкурссем, #ӳнер

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Ухмаххи // 1083.70.1620
2021.06.17 09:13
Вăт маттурсем - укçа перекетленипе кăна çырлахмаççĕ, чăваш ÿнерĕн ят-сумне упраççĕ...
Микула // 1077.37.9691
2021.06.18 19:56
Расформировать ? Тен премине комисси хушинче пайламалла?
Agabazar // 3017.64.2848
2021.06.23 12:37
Agabazar
Расформировать текен сăмах чăваш чĕлхинче çук. Папуас чĕлхинче пулсан кăна.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем