Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ юсанмалли 6-мӗш колонире пуҫлӑх ҫумӗ пулнӑ ҫын тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ.
Арҫын РФ Пуҫиле кодексӗн 286-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пӑхса хӑварнӑ преступлени тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӑтӑрмахлӑ эпизод пӗтӗмпе 4 тупса палӑртнӑ.
2020 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫав этем хӑйне пӑхӑнакан тӑватӑ ҫынран ҫулталӑкшӑн панӑ премин пӗр пайне тавӑрса пама ыйтнӑ. Мӗн тӑвас тетӗн – пуҫлӑхпа тавлашаймӑн, хайхисем хавхалантару укҫин пӗр пайне пама килӗшнӗ. Колони пуҫлӑхӗн ҫумне тӑватӑ ҫынран 13 пин тенкӗ лекнӗ.
Юсанмалли колонире ӗҫлекен ҫыннӑн юсанмаллине РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тата Хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ.