Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 26 ҫулти каччӑ Сӑр юхашывӗнче путса вилнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтерет.
1995 ҫулта ҫуралнӑ каччӑ Сӑр юханшывӗнче пляжра путса вилни пирки ирхи 8 сехетре пӗлтернӗ. Водолазсем унӑн виллине шыранӑ, анчах хальлӗхе тупайман. Ӗҫ малалла пырать.
Палӑртмалла: ҫулла пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 24 ҫын путса вилнӗ.