Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Светлана Асамат халӑх поэчӗ ята тивӗҫнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 31.08.2021 05:14 | 1874 хут пӑхнӑ
Персона
Светлана Асамат. https://www.facebook.com/groups/1745274839035767/permalink/3104237909806113/ сӑнӳкерчӗкӗ
Светлана Асамат. https://www.facebook.com/groups/1745274839035767/permalink/3104237909806113/ сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри тата тепӗр пултаруллӑ сӑвӑҫ халӑх поэчӗ ялта тивӗҫнӗ.

Хальхинче ҫак ята Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн пайташне Светлана Асамата (Смирновӑна) пама йышӑннӑ.

Светлана Васильевна – сӑвӑҫ та, композитор та. Вӑл юрлама та ӑста.

Светлана Асамата чӑваш литературине тата культурине аталантарас, ӑна халӑхра сарас ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата пултарулӑх енӗпе нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн «Чӑваш халӑх поэчӗ» хисеплӗ ята парасси ҫинчен калакан хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

#хушусем, #ят-сум, #чыславсем, #поэтсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Базиль Кириллов // 2007.89.5973
2021.08.31 14:50
Чăваш литератури Хусанкайпа Асамат таран ишĕлсе выртать.
Ялтан // 2007.89.5973
2021.08.31 14:53
Ҫавсен эксперт таврашĕ пур-ши Указа ал пусиччен канашласа илме?
Валери Туркай // 8245.9.9672
2021.09.01 12:54
Саламлатӑп!!!
Сарпие маларах саламланӑччӗ.
Аранах чӑваш хӗрарӑм-ҫыравҫисене те "Чӑваш халӑх поэчӗ" хисеплӗрен те хисеплӗ ятпа чысларӗҫ!!!
Аранах!..
Валери Туркай
Agabazar // 1047-3769
2021.09.01 15:48
Agabazar
Базиль Кирилловсем мĕнпурне ишсе-çĕмĕрсе пыраççĕ. Çавсенчен килет пĕтĕм инкек.
Agabazar // 1047-3769
2021.09.01 15:51
Agabazar
<<Ялтан // 2007.89.5973 2021-08-31 14:53 Ҫавсен эксперт таврашĕ пур-ши Указа ал пусиччен канашласа илме?>>

Мана чĕн, эп экспертиза туса пама килĕшетĕп.
Мускавран // 2285.10.9615
2021.09.03 16:53
Эксперт пулма квалификаци кирлӗ
Agabazar // 3592.71.5004
2021.09.03 21:00
Agabazar
Квалификаци çеç-ши?
Базиль Кириллов // 4037.25.0203
2021.09.04 09:43
Ха-ха! Кулсах вилмелле: кунӗпе диван ҫинче тюлень пек сарӑлса выртакан Акапӑсар литературӑпа культурӑна тытса пырать иккен. Мӗнешкел маттур!
Валери ТУРКАЙ // 2684.3.3485
2021.09.06 05:09
Ия, АкапӐсарпа тавлашма питӗ хӗн.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем