Ӗнер, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Ухсай Яккӑвӗн трагедийӗ тӑрӑх лартнӑ «Шуйттан чури» спектакльпе ҫӗнӗ сезона уҫрӗҫ. Театрта пӗлтернӗ евӗр, мистикӑллӑ драма «кашни ҫыннӑн чунӗнчи ырӑпа усал, ҫутӑпа тӗттӗм, ангелсемпе демонсен ӗмӗрлӗх темине ҫӗклет. Спектакле иртнӗ ӗмӗрӗн кунӗсене кӑтартма фольклор элеменчӗсемпе пуянлатнӑ».
Театрта ӗнер ҫамрӑксем питех те йышлӑччӗ. Вӗсем Пушкин карттипе пынине тавҫӑрма йывӑр мар. Ҫак йӗркесен авторне тыткӑнлани — ҫамрӑксем спектакле кӑсӑкланса пӑхни. Шкулсенчен е ытти вӗренӳ учрежденийӗнчен ушкӑнпа пынӑ ҫамрӑксем шавлама юратнине унчченхи ҫулсенче пӗрре кӑна мар сиснӗччӗ, театрта ӗҫлекенсен вӗсене шӑпрах ларма темиҫе хутчен те асӑрхаттарма тивнине куркаланӑ.
Ӗнерхи спектакль хыҫҫӑн залри халӑх «Браво!», «Молодцы!», «Маттур!» тесе темиҫе хутчен те каларӗ, чылайччен алӑ ҫупрӗ.