Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнчи Загорское коттедж посёлокӗнче пурӑнакансем ӗнер, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, ҫӗршыв ертӳҫи ячӗпе видеоҫыру хатӗрленӗ. Сӑмах май, ӗнер Владмир Путинӑн ҫуралнӑ кунӗ пулнӑ.
Загорское коттедж посёлокӗнче пурӑнакансем яла пыма йӗркеллӗ ҫул ҫуккишӗн, урамсенче ҫутӑ ҫуккишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Ҫавна май общество транспорчӗ тата шкул автобусӗ ҫӳремест иккен.
«Пирӗн посёлок патне ҫитме ансӑр ҫулсем ҫеҫ, вӗсем ГОСТ ыйтнине тивӗҫтермеҫҫӗ. Общество транспорчӗн чарӑнӑвне 4 километр ытла утмалла. Пирӗн тротуарсем те ҫук. Посёлокра ватӑ ҫынсем нумай», — ӑнлантарнӑ вырӑнти хастарсенчен пӗри.
Асӑннӑ посёлокӑн застройщикӗ — «Удача» компани — инженери инфраструктурине тума шантарнӑ та пурнӑҫа кӗртмен.