Ҫул ҫӳреме юратакансене Шупашкарти аэропорт ырӑ хыпар пӗлтерет. Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен хӗлле те ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулине вӗҫейӗпӗр.
Шупашкарти аэропортӑн расписанийӗнче Мускавпа Питӗрсӗр пуҫне Минеральные Воды, Ҫӗнӗ Уренгой, Краснодар тата Екатеринбург хулисем пур. Малтан асӑннӑ виҫӗ хулана «ИрИэро», Екатеринбурга «Руслайн» авиакомпани турттарӗҫ.
Минеральные Воды хулине самолёт ытларикунсерен ирхи 8 сехетре вӗҫсе кайӗ, Ҫӗнӗ Уренгоя – юнкунпа вырсарникунсерен – 8 сехет те 10 минутра, Краснодара – шӑматкунсерен 10 сехет те 20 минутра, Екатеринбурга – тунтикунпа эрнекунсерен – 19 сехет те 25 минутра.
Асӑннӑ рейссене регионти вӗҫевсене субсидилесси ҫинчен калакан программӑпа килӗшӳллӗн укҫа уйӑрса пулӑшӗҫ.
Сӑмах май каласан, ҫитес вӑхӑтра Дон ҫинчи Ростов хулипе ыйту уҫӑмланмалла. Самолётсем, тен, унта та Шупашкартан вӗҫме пуҫлӗҫ. Субсидилемелли рейссен списокӗнче асӑннӑ хула та пур.