Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Колхоз председательне асра тытса асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 20.01.2022 05:58 | 938 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Комсомольски районӗнчи Чӗчкен ялӗнче Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне халалласа мероприяти ирттернӗ.

«Кашни кӗтес хӑйӗн пултаруллӑ та маттур ҫыннисемпе пуян. Комбайнер-и вӑл е бухгалтер-и, вӗрентекен-и, сутуҫӑ-и, поэт-и... Тӗрлӗ профессире палӑраҫҫӗ вӗсем», — тенӗ Иван Чернова халалласа асӑну хӑмине уҫнӑ май.

Иван Иосифович Аслӑ Чурачӑк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, «тӑван шкулшӑн, ял тӑрӑхӗшӗн тата тӑван колхозшӑн чунне парса ӗҫленӗ». Пурӑннӑ пулсассӑн вӑл кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 90 ҫул тултармалла пулнӑ. Иван Чернов вырӑнти ял тӑрӑхне тата ял хуҫалӑх предприятине чылай ҫул ертсе пынӑ.

Асӑну каҫне ачасен «Тевет» фольклор ушкӑнӗ, шкулта вӗренекенсем, ялти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Илем» ушкӑн тата районтан килнӗ хӑнасем, Иван Черновпа пӗрле ӗҫленисем хутшӑннӑ.

Иван Чернов ӗҫленӗ колхоз правлени ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.

#астӑвӑм, #Комсомольски районӗ, #Аслӑ Чурачӑк, #Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ, #Чӗчкен

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2615.59.5216
2022.01.20 09:56
Agabazar
Асăну хăмине вырăсла çырнă. Чăвашла çур сăмах та çук.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем