Паян, кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Петӗр Хусанкай сӑвӑҫ, литературовед, публицист, тӑлмач ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ «Хусанкая вулатпӑр» флешмоб пуҫарнӑ. Унта кирек кам та хутшӑнать. Сӑмах май каласан, ашшӗн сӑввине Атнер Хусанкай та вуланӑ.
Петӗр Хусанкай 1907 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Тутарстанри Элкей районӗнчи Сиктӗрмере (халӗ Хусанкай) ҫуралнӑ. 1970 ҫулхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. Поэт пӗтӗмпе 50 ытла кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл вырӑсла хайлавсене чӑвашла куҫарнӑ.
Agabazar // 2615.59.5216
2022.01.22 07:44 | |
Анатолий // 1232.15.8614
2022.01.22 17:32 | |
Студент тапхӑрӗнче Атнер Петрович пире ашшӗн тӑван ялне - Сиктӗрмене - илсе кайнӑччӗ. Вӑл вӑхӑтра унта питӗ чухӑнлӑх сисӗнеччӗ: пӗчӗк пӳртсем, тайӑлнӑ картасем.
Нумаях пулмасть Алексей Енейкин тележурналист П.П.Хусанкай тӑванӗ - Иван Казанков - ертсе пыракан совхоза (тӗрӗсех ҫыратӑп - совхоза!) кӑтартрӗ - тӗлӗнмелле хӑватлӑ ялхуҫалӑх предприятийӗ. Ҫӗрӗ кӑна 50 пине яхӑн гектар! Ертӳҫӗ совет законӗсемпе пурӑнать: кабинетӗнче СССР ялавӗ, Ленинпа Сталин портречӗсемпе бюсчӗсем. Сиктӗрме тӑрӑхӗнчи ялсенче пурӑнакан ҫамрӑксем валли капмар ҫуртсем ҫӗклет. Хусанкайӑн чӑн-чӑн тӑванӗ! | |
Agabazar // 2615.59.5216
2022.01.23 08:30 | |
Никам та тахçанхи СССР саккунĕсемпе пурăнма пултараймасть. Пурте паянхи саккунсемпе пурăнаççĕ. |
Поэт, Чăваш халăх поэчĕ. Пăнчă.