Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Петӗр Хусанкай

Петӗр Хусанкай
Петӗр Хусайкай 1929 ҫулта

Петӗр Хусанкай (Хусанкай Пётр Петрович), — сӑвӑҫ, литературовед, публицист, тӑлмач. 1907 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Тутарстанри Элкей районӗнчи Сиктӗрмере (халӗ Хусанкай) ҫуралнӑ. 1970 ҫулхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

1934 ҫултанпа СССРӑн ҪП шутне кӗрет. 1950 ҫулта Чӑваш АССРан халӑх сӑвӑҫи ятне тивӗҫнӗ. 1967 ҫулта К.В.Иванов ячӗпе хисепленекен Чӑваш АССРӑн патшалӑх премиӗн, 1969 ҫулта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗпе хисепленекен Чӑваш Ен Коммомолӑн премиӗн лауриачӗ пулнӑ.

Чӑваш АССРӑн тата РСФСРӑн Аслӑ Канашлӑвӗсен депутачӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех РСФСРӑн тата СССРӑн ҪП правлениӗн членӗ пулнӑ.

Атнер Петрович Хусанкай ашшӗ.

Пурнӑҫӗ

Хусанти Чӑваш педагогика техникумӗнче, Хӗвелтухӑҫ педагогика институтӗнче, Мускаври аслӑ литература курсӗсенче вӗреннӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Варҫӑра ҫар журналисчӗ, дивизи хаҫачӗсен сотрудникӗ пулнӑ. Вӑрҫӑри хастарлӑхӗшӗн Хӗрлӗ Ҫӑлтар орденне тата медальсене тивӗҫлӗ пулнӑ.

Ӗҫӗсем

Петӗр Хусанкай пӗтӗмпе 50 кӗнеке ытла пичӗтлесе кӑларнӑ. Вӗсенчен 15 вырӑс чӗлхи ҫинче тухнӑ. Чикӗ леш енче те нумай кӗнеке тухнӑ. Чи паллисен шучӗнче унӑн «Аптраман тавраш» сӑвӑллӑ романӗ тӑрать. Сӑмах май каласан романӑн ячӗ афоризма та кӗнӗ. Петӗр Хусанкай А. С. Пушкинӑн «Евгений Онегин» романне ӑнӑҫлӑ куҫарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл куҫарнӑ А. Грибоедовӑн «Горе от ума», В. Шекспирӑн «Ромео и Джульетта», А. Блокӑн «Двенадцать» произведениӗсене асӑнмалла. К. В. Ивановӑн «Нарспи» поэмине вырӑс чӗлхи ҫине куҫарни чи ӑнӑҫли шутланать.

Унӑн сӑввисемпе поэмисем вырӑс, украина, болгар, акӑлчан, франци, нимӗҫ, итали, чех, араб, грузи, тутар тата ытти чӗлхесем ҫине куҫарнӑ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
Категорисем: Петӗр Хусанкай
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Agabazar тӳрлетнӗ, информацие 2017-01-22 13:22:43 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 31300 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем