Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче Шупашкарти Петров урамӗнчи 2-мӗш ҫуртра тата Гагарин урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра пурӑнакансем монополипе кӗрешекен службӑна ҫӑхавпа тухнӑ. Вӗсене Тӗп пасарти реклама сасси тарӑхтарса ҫитернӗ-мӗн. Ӑна пула вӗсем канлӗ пурӑнайман.
Ведомство тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакна палӑртнӑ: радиоточкӑсене тата громкоговорителе харпӑр усламҫӑ тара илнӗ. Унпа пӗлтӗр ҫӗртмен 1-мӗшӗнче килӗшӳ тунӑ. Ҫурла уйӑхӗнче вара стена, пӳрт тӑррине, ҫуртӑн ытти конструкцийӗ ҫине вырнаҫтарнӑ хатӗр-хӗтӗрпе сасӑллӑ рекламӑсем яма юраманни пирки саккун вӑя кӗнӗ. Анчах Тӗп пасарта ҫакна пӑхӑнман, рекламӑна раштав уйӑхӗчченех янӑраттарнӑ.
Ведомство ку йӗркене пӑсни тесе йышӑннӑ, ӗҫ материалӗсене административлӑ ӗҫ пуҫармашкӑн должноҫри ҫынна ярса панӑ.