Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче легендарлӑ Василий Чапаева асра тытса моноспектакль лартӗҫ.
Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине тата Граждан вӑрҫине хутшӑннӑ ентешӗмӗр, Хӗрлӗ ҫарӑн дивизийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Чапаев пирки спектакль лартма театр артисчӗ Дмитрий Михайлов сӗннӗ иккен.
Дмитрий спектаклӗн режиссёрӗ те, артисчӗ те вӑл хӑех пулӗ. Авторӑн идейине пурнӑҫа кӗртме Владислав Николаев драматург тата журналист килӗшнӗ.
«Владислава эпӗ спектакль валли материал хатӗрлесе пама ыйтрӑм. Унпа ҫав темӑна сӳтсе явнӑ чухне ӗҫе монопьеса формачӗпе йӗркелес шухӑш патне пырса ҫитрӗмӗр. Текста хатӗрлеме икӗ уйӑха яхӑн кирлӗ пулчӗ. Ҫав вӑхӑтра эпир вӗҫӗмех ҫыхӑну тытса ӗҫлерӗмӗр, канашларӑмӑр», — каласа кӑтартнӑ театр артисчӗ Дмитрий Михайлов.
Ҫӗнӗ ӗҫпе ҫу уйӑхӗнче паллаштарма палӑртаҫҫӗ.