«Электронлӑ сӑмахсар» сайчӗ ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ. Ку хутӗнче унта 1971 ҫулта тухнӑ «Вырӑсла-чӑвашла словарь» вырнаҫрӗ. Ӑна И.А. Андреевпа Н.П. Петров редакциленӗ. Тӗп редакторӗ — М.В. Лазова.
Ҫак пысӑк сӑмахсара пурӗ 41 пин ытла сӑмах кӗнӗ. Хӑй кӗнеке пурӗ 893 страницӑран тӑрать. Ӑна «Совет энциклопедийӗ» издательство кӑларнӑ пулнӑ. Кӗнекене электронлатас ӗҫе Алина Ивановӑпа (текста юсанӑ) Николай Плотников (кӗнекене ӳкернӗ, саспаллатнӑ, юсанӑ текста сайта вырнаҫтарнӑ) тунӑ.
«Электронлӑ сӑмахсар» сайтӗнче унсӑр пуҫне ытти вырӑсла-чӑвашла словарьсем те пур. Ку вӑл 1972 ҫулта В.Г. Егоров редакциленӗ словарь (18,7 пин сӑмах); Скворцов М.И. тата Скворцова А.В. хатӗрленӗ вырӑсла-чӑвашла словарь (8,9 пин сӑмах, 2002 ҫулта тухнӑ); Скворцов М.И. хатӗрленӗ «Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ» (3,6 пин сӑмах; 2004 ҫулта тухнӑ). Сайтри тулли словарьсен пӗтӗмӗшле йышӗ вара 15 ҫитрӗ.
«Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» малашне те ҫак сайта ҫӗнӗ словарьсемпе пуянлатас ӗҫе туса пырӗ.