Вӑрнар районӗнчи Мӑн Турхан ялӗнче фельдшерпа акушер пунктне тӗпрен ҫӗнетес ӗҫ пырать. Кун пирки Вӑрнарти тӗп район пульницин сайчӗ хыпарлать.
Ялти ФАП-а тахҫанах юсама вӑхӑт ҫитнӗ тесе пӗлтереҫҫӗ: ҫурт тӑррине те ҫӗнетмелле, пӑрӑхӗсене те улӑштармалла. Унсӑр пуҫне унӑн умӗ те кивелнӗ пулнӑ, шалта та — юсамалли пайтах. Ял ҫыннисем каласа панӑ тӑрӑх, хӗлле фельдшерпа акушер пунктне кайсан унта сивӗ те нӳрӗ пулнӑ. ФАПа тӗпрен юсанӑ май ун ҫумӗнче котельнӑй та туса лартӗҫ. Ӑна вырнаҫтарас тӗллевпе ҫурта анлӑлатнӑ та ӗнтӗ.
Юсав ӗҫӗсене хальхи вӑхӑтра медицина пулӑшӑвӗ кӳмелли стандартсемпе килӗшӳллӗн пурнӑҫлӗҫ. Ҫавна май ялти халӑх кӗҫех малтанхи медицина пулӑшӑвне хӑтлӑ ҫуртра илме пултарӗҫ. Вӑл унчченхинчен хӑтлӑрах та, ӑшӑрах та, тата ҫутӑрах пулӗ.
Ялти ФАПра заведующийӗнче 30 ҫул ытла тӑрӑшакан Родионова Валентина Леонидовна хӑйӗн савӑнӑҫне пытармасть. «Фельдшерӑн чи пысӑк ӗмӗчӗ — хальхи вӑхӑтри мӗн пур требованипе санитари нормисене тивӗҫтерекен, кирлӗ хатӗрсем тата оборудовани вырнаҫтарнӑ ҫӗнӗ ҫурт», — тет вӑл.
Мӑн Турханти фельдшерпа акушер пункчӗ пурӗ виҫӗ ял ҫыннисене пулӑшу кӳрет. Сывлӑха тӗрӗслеме тата сипленме кунта ҫавӑн пекех Тӗмпекпе Кушик ял ҫыннисем ҫӳреҫҫӗ. Вӑрнар районӗнче хальхи вӑхӑтра ҫавӑн пекех Кӗҫӗн Кипекпе Кивӗ Шуртан ялсенчи ФАПсене тӗпрен юсаҫҫӗ.