Нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнче пӗр кунра 5 ФАП уҫӑлнӑччӗ. Вӑрнар районӗнче те пӗр кунра харӑсах 5 фельдшерпа акушер пункчӗ ӗҫлеме тытӑннӑ.
ФАПсем Шӗнер Ишек, Ҫӗньял Явӑш, Туҫи Ҫармӑс, Пӑваялӗнче, Кивӗ Мӗлӗш ялӗсенче уҫӑлнӑ.
Сӑмах май, юлашки 5 ҫулта Вӑрнар районӗнче 6 ФАП хута янӑ. Пӗлтӗр пиллӗкӗшӗ алӑкӗсене уҫнӑ. Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне ҫӗнетес тӗллевпе Вӑрнар районӗ валли 221 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, кӑҫал республикӑра 55 фельдшерпа акушер пункчӗ хута кайнӑ.