Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫитес сезонта Иосиф Дмитриев-Трер режиссер, актер, сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӗ. Кун пирки культура учрежденийӗн директорӗ Елена Николаева театрӑн черетлӗ сезонне пӗтӗмлетнӗ май пӗлтернӗ.
Иосиф Трера халалласа вӗрентӳ форумӗ йӗркелӗҫ. Михаил Юхма повеҫӗ тӑрӑх «Шурсямга — молодой волк» (чӑв. Шурҫамка – ҫамрӑк кашкӑр) спектакль лартӗҫ. Вырӑс тата чӑваш классикине тӗпе хурса ача-пӑча спектаклӗсем хатӗрлӗҫ. Михаил Ҫеҫпӗле халалласа тулли сюжетлӑ спектакль лартасшӑн. Пултарулӑх тӗлпулӑвӗсем, ӑсталӑх лаҫҫисем ирттерме, тӗлӗнмелле проектсем хатӗрлеме ӗмӗтленеҫҫӗ.