Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен «Хусан–Чулхула–Хусан» маршрутпа ҫӳрекен виҫӗ электричкӑн расписанийӗ улшӑнӗ, унсӑр пуҫне тата тепӗр рейс хутшӑнӗ.
5501-мӗш номерпе ҫула тухакан «Шупашкар–Канаш» электропуйӑс 7:18 сехетре (хальхинчен 6 минут каярах) ҫула тухса Канаша 9:48 сехете ҫитӗ.
6351-мӗш номерлӗ «Хусан–Канаш» пуйӑс 4:00 сехетре (7 минут иртерех) хускалӗ, Канаша 6:43 сехете ҫитӗ (7 минут иртерех).
6194-мӗш номерлӗ «Ҫӗмӗрле–Канаш» пуйӑс 20:00 сехетре (48 минут каярах) ҫула тухса 21:31 сехете (48 минут каярах) Канаша ҫитӗ.
Хусанпа Чулхула хушшинче тепӗр электропуйӑс ҫӳреме тытӑнӗ. Вӑл унтан 05:10 сехетре тухӗ те Чулхулана 11:30 сехете ҫитӗ. Чулхуларан Хусана 16:08 сехетре тухса кайӗ, вырӑна 22:28 сехетре ҫитӗ. Асӑннӑ электропуйӑс юнкунсӑр пуҫне кашни кунах ҫӳрӗ. Ҫул ҫинче 6 сехет те 20 минут иртӗ.
Хальхи вӑхӑтра асӑннӑ икӗ хулана ҫыхӑнтаракан пуйӑссем ҫӗрле хускалса ирпе ҫитеҫҫӗ. Хусантан Чулхулана ҫитме 8 сехет те 37 минут иртет, Чулхуларан Хусана кайма — 9 сехет те 17 минут.