Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Композитор ячӗпе — асӑну хӑми

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 28.06.2013 18:03 | 1488 хут пӑхнӑ

Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта паллӑ чӑваш композиторне тата музыка ӗҫченне Евгений Федорова асӑнса асӑну хӑми уҫнӑ. Ӑна композитор пурӑннӑ Энергетиксен урамӗнчи 1-мӗш ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ. Маларах ҫакӑн йышши палӑка икӗ чӗлхепе тӑватчӗҫ пулсан, хальхинче вара вырӑсла кӑна ҫырса хурас тенӗ пулас.

Асӑну хӑмине уҫнӑ ҫӗре кӳршӗ-аршӑ, тӑванӗсем, хула администрацийӗн ӗҫченӗсем пухӑннӑ. Хӑмана уҫас шухӑша Евгений Федоровӑн тӑванӗн ачисем, композиторӑн тӑлӑх арӑмӗ Нина Якимовна ҫине тӑнӑ иккен. Чӑваш Енӗн композиторсен ассоциацийӗпе Чӑваш Енӗн ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ те айккинче юлман.

Евгений Федоровӑн арӑмӗ унӑн пулас упӑшки мӗн ҫамрӑкранпах юрӑ-кӗвӗ тӗнчипе ҫывӑх пулнине палӑртнӑ. «Вӑл лирикӑлла юрӑсем ҫыратчӗ. Тӑван ҫӗршыв, Чӑваш Ен пирки», — ӑшшӑн аса илнӗ вӑл упӑшкине. «Шел, пирӗн ҫемьере нихӑшӗ те унӑн ҫулне суйламарӗ. Мӑнука пианинопа калама вӗрентесшӗнччӗ те май килмерӗ», — чунне уҫнӑ Нина Якимовна.

#асӑну хӑмисем, #Ҫӗнӗ Шупашкар

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63560.html
 

Комментари:

2013.06.28 20:15
Аçтахар Плотников
Евгений Антонович пирки информаци шырарăм — тупаймарăм. Паллă кĕвĕ çыравçă тенĕ пулин те чăваш энциклопедине кĕмелĕх ĕçлеймен пулас (çук).
Migulaj // 3979.23.6070
2013.06.28 20:55
Евгений Федорова асăнса уçнă хăма ют чĕлхепе çеç-им?
2013.06.28 20:59
Аçтахар Плотников
Ара, çыртăм-çке (Эверкки тексчĕ çумне хушса) — вырăсла кăна тесе. Яланах икĕ чĕлхепе çыратчĕç, ку хутĕнче аппаланас мар тенĕ-ши? Ленин проспечĕпе утас пулсан — чылай тĕл пулаç вĕсем. Пурте икĕ чĕлхепе.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем