Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑран республикӑн хӑш-пӗр районӗнче ҫӗр типсе ларнӑ. Ҫавна май унта чрезвычайлӑ лару-тӑру режимне йышӑннӑ. Вӑл режим ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ.
Патӑрьелти метеостанци тата Вӑрнарти агрометеорологи посчӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе, Улатӑрти метеостанци утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнченпе хӑрушӑ агрометеорологи тӑрӑмне асӑрханӑ. Ку вӑл — атмосфера типпи.
Ял хуҫалӑх культурӑсен вегетаци (ӳсентӑран ӳсӗмӗпе аталанӑвӗ) тапхӑрӗнче талӑкра нӳрӗк виҫи 5 миллиметртан сахалтарах пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах сывлӑш температури 25 градусран ӑшӑрах 30 талӑк ытла тӑнӑ.
Ҫавӑн пек ҫанталӑк ҫӗрулмишӗн, пахчаҫимӗҫшӗн, нумай ҫул ӳсекен курӑксемшӗн сиенлӗ, кӗрхи культурӑсене акма та тӑпрара нӳрӗк кирлӗ.
Ҫанталӑк ҫавӑн пек тӑнине кура Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Йӗпреҫ районӗсенче чрезвычайлӑ лару-тӑру режимне туса хунӑ.