Тӑвай районӗнчи Тӗнеяль ялӗнче пурӑнакан арҫын Росреестртан пулӑшу ыйтнӑ. Унӑн пахчинче масар туса хунӑ иккен.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ку межевани туманнипе ҫыхӑннӑ. Кадастр инженерӗ ҫӗре виҫмен тӗк Патшалӑхӑн пӗрлехи реестрне кун пирки сведенисем кӗртмен. Эппин, пахча чикки ӑҫта пулни те паллӑ мар. Халӗ арҫыннӑн пахча чиккисем ӑҫта пулнине ӗнентерме тивӗ. Тен, суд урлах.
Сӑмах май, Тенеялӗнче вара нумаях пулмасть масара пысӑклатнӑ, карта тытас тесе ҫынсенчен 800 тенкӗ пуҫтарнӑ. Ытти - патшалӑхӑн, «Пуҫаруллӑ хысна» программӑпа килӗшӳллӗн.