Тӑвай районӗнче Кӗтне юханшывӗнче пулӑ нумай вилни пирки «Контактра» «Тӑвай районӗнчи пулӑҫсем» ушкӑнра пӗлтернӗ. Ҫакна ҫынсем авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче асӑрханӑ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пулӑсем Тӗнеялӗ, Тутарстанри Октябрь выҫҫӑлкки тата Надеждино ялӗ ҫывӑхӗнчи юханшывра вилнӗ. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче кун пек лару-тӑру пулман-мӗн.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, юханшыври шыва тӗрӗслеме илнӗ.
Тӑвай районӗнчи Тӗнеяль ялӗнче пурӑнакан арҫын Росреестртан пулӑшу ыйтнӑ. Унӑн пахчинче масар туса хунӑ иккен.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ку межевани туманнипе ҫыхӑннӑ. Кадастр инженерӗ ҫӗре виҫмен тӗк Патшалӑхӑн пӗрлехи реестрне кун пирки сведенисем кӗртмен. Эппин, пахча чикки ӑҫта пулни те паллӑ мар. Халӗ арҫыннӑн пахча чиккисем ӑҫта пулнине ӗнентерме тивӗ. Тен, суд урлах.
Сӑмах май, Тенеялӗнче вара нумаях пулмасть масара пысӑклатнӑ, карта тытас тесе ҫынсенчен 800 тенкӗ пуҫтарнӑ. Ытти - патшалӑхӑн, «Пуҫаруллӑ хысна» программӑпа килӗшӳллӗн.
Паян Тӑвай районӗнче автобус ҫырмана ҫаврӑнса ӳкнӗренпе 20 ҫул ҫитнӗ. Ку инкек шӑп та лӑп ҫурлан 18-мӗшӗнче, 2002 ҫулта, пулнӑ.
Автобус Тӗнеялӗнчен Канаша кайма тухнӑ. Ун чухне Шупашкар хули ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Инкек пулсан та мероприятисене пӑрахӑҫламан.
Аварире 25 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсен йышӗнче - 5 ҫулти ача. Салонра пӗтӗмпе 60 ҫын пулнӑ. 38 ҫын аманнӑ.
Халӗ ҫав вырӑнта часавай лартнӑ. Ӑна 2012 ҫулта уҫнӑ.
Тӑвай районӗнче шӑп та лӑп 15 ҫул каялла, 2002 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, автобус ҫырмана анса кайнӑ. Хӑрушӑ аварире 25 ҫын вилнӗ.
Ҫав кун ирхине автобуса 65 ҫын ларнӑ. Автобусра Тӗнеяль, Йӑнтӑрччӑ ялӗнчи ҫынсем пулнӑ. Транспорт Тӑвай ялне ҫитсен ҫырмана анса кайнӑ. Кайран ҫакна палӑртнӑ: автобусӑн тормозӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Аварире 30 ҫын йывӑр аманнӑ. Халӗ ҫав вырӑнта часавай ларать. Ӑна районти ҫынсем, организацисем, предприятисем пухнӑ укҫапа ҫӗкленӗ. Республикӑри ытти район-хулари ҫынсем те ҫак сӑваплӑ ӗҫрен юлман.
Унтанпа 13 ҫул иртрӗ… Ҫапах ҫав хурлӑхлӑ кун ҫынсен асӗнчен тухас ҫук. Уйрӑмах – Тӑвай районӗнче пурӑнакан халӑх асӗнчен. Сӑмахӑм - 13 ҫул каялла, 2002 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗнче, Тӑвай патӗнче автобус ҫырмана анса кайни пирки.
Шӑпах ҫав кун «Тӗнеяль — Канаш» рейспа ҫӳрекен автобус Тӑвай ҫывӑхӗнчи ҫырмана анса кайнӑ. Ку ирхи 8 сехет те 20 минутра пулнӑ. «ПАЗ» маркӑллӑ автобус салонӗнче ун чухне 61 ҫын пулнӑ.
Автобусӑн тормозӗ пусӑнман тесе палӑртнӑ сӑлтавне. 59 ҫулти водитель хӑвӑртлӑха пӗчӗклетес тесе тӗмеске ҫине кӗрсе кайнӑ. Анчах автобус чарӑнман — ҫулран пӑрӑнса тарӑн ҫырмана сикнӗ. Ҫапла ҫырнӑ тепӗр кунхине «Газета.Ру» хаҫат.
Хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, транспорт чарӑниччен темиҫе хут ҫаврӑннӑ. Ҫынсем ҫырма тӑршшӗпе тухса ӳкнӗ. 20 ҫын вырӑнтах вилнӗ. Тепӗр 5-шӗ пульницӑра куҫне хупнӑ. Ҫав йышра — 5 ҫулти ача та. Вилнисенчен чылайӑшӗ — ватӑ ҫынсем. Вӗсем Йӑнтӑрчӑ тата Тӗнеяль ялӗсенчен пулнӑ. Ун чухне 30 ытла ҫын йывӑр суранланнӑ. Халӗ ҫав вырӑнта часавай туса лартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |