Элӗк районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов шанчӑкран тухнине, ӑна прокуратура ӗҫрен кӑларса ярасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: Элӗк районӗн прокуратури Элӗк районӗн администрацийӗнче автоҫулсене тытса тӑрассипе тата юсассипе контракт алӑ пуснӑ чухне коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ.
Элӗк районӗн администрацийӗ райадминистраци пуҫлӑхӗн арӑмӗн уйрӑм усламҫӑ пулса тӑрӑшакан ывӑлӗпе 2019-2021 ҫулсенче 42 миллион ытла тенкӗлӗх муниципалитет килӗшӗвне алӑ пуснӑ. Ҫавӑн чухне тӳре-шара коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна нормисене шута илмен.
Районти депутатсен пухӑвӗ прокуратура ыйтнине пурнӑҫлама васкаман. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пуҫлӑха выговор панипех ҫырлахнӑ. Анчах надзор органӗ кунпа лӑпланман, вырӑнти суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд та прокуратурӑпа килӗшнӗ.
Унтан ӗҫ аппеляци мелӗпе Чӑваш Республикин Верховнӑй судне ҫитнӗ. Унтисем те Куликова ӗҫрен кӑлармалла тесе йышӑннӑ.
Сӑмах май каласан, маларах Куликов ӗҫлеме пӑрахнӑ-пӑрахнах.