Фербенкс хулинчи Америкӑпа Совет салтакӗсен туслӑхне халалланӑ палӑк умӗнче чӑваш юрри янӑранӑ, чӑваш ташшине ташланӑ. Унтан та ытларах — чӑваш ялавне ҫӗкленӗ.
«Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗ Алексей Енейкин пӗлтернӗ тӑрӑх, Америкӑри чӑвашсен ассоциацийӗн ертӳҫи Надежда Сандркина тата пӗрлӗшӳ хастарӗ Людмила Петрова асӑннӑ материкӑн ҫурҫӗр енне пӗр эрнелӗх ҫулҫӳревпе кайнӑ, хӑйсемпе пӗрле чӑваш ялавне те илнӗ.
Ентешӗмӗрсене Аляскӑри хӑш-пӗр ял-хулара пурӑнакансем халӗ те вырӑсла калаҫни тӗлӗнтернӗ. Чӑвашсем унта эскимоссемпе те тӗл пулнӑ.
Agabazar // 6421.9.6463
2022.11.15 20:32 | |
Вĕсем — хальхи вăхăтра Раççейрен унта куçса кайнă «авантюристсем».
Çавăнпа та кунта ним тĕлĕнмелли те çук.