Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Аляска

Тӗнчере
Ҫӑлкуҫ: The Washington Post
Ҫӑлкуҫ: The Washington Post

Аляскӑра икӗ упа Krispy Kreme пончиксем кӑларакан американ компанийӗн фургонне кӗрсе ҫӗр ытла пылак ҫимӗҫ ҫисе янӑ. Пылак ҫимӗҫпе вӗсем 20 минута яхӑн апатланнӑ, тесе ҫырать The Washington Post.

Хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, хура упа ами тата унӑн ҫури Анкориджри АЗС ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап бакӗсенче апат-ҫимӗҫ шыранӑ. Ҫав вӑхӑтра тискер чӗрчунсене фургонри пончиксен шӑрши илӗртнӗ: унӑн водителӗ автомобиль алӑкӗсене хупма манса ҫывӑхри лавккана кайнӑ пулнӑ.

Упасене чи малтан асӑрханӑ АЗС менеджерӗ Шелли Дино каласа панӑ тӑрӑх, тискер чӗрчунсем фургона вырнаҫса ларнӑ та пылак ҫимӗҫе ярӑнтарнӑ. Krispy Kreme-ра каярах ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, вӗсем мӗнпурӗ 130 пончикран кая мар ҫисе янӑ.

Чи малтанах Динопа фургон водителӗ упасене хӑйсем тӗллӗн хӑратма хӑтланнӑ, анчах вӗсен ӗҫӗ ӑнӑҫман. Ун хыҫҫӑн вара вӗсене пулӑшма инҫех мар вырнаҫнӑ Эльмендорф-Ричардсон ҫар базинчи хурал ҫитнӗ. Вӗсем тискер чӗрчунсене служба автомобилӗнчи сиренипе хӑваласа яма пултарнӑ.

Кӑларӑм палӑртнӑ тӑрӑх, ытларах чухне хура упасем талӑкӑн тӗттӗм вӑхӑтӗнче апат шырама тухаҫҫӗ, ҫавӑнпа та кӑнтӑрла вӗсене курма ҫӑмӑлах мар.

 

Чӑвашлӑх
chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ скриншот
chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ скриншот

Фербенкс хулинчи Америкӑпа Совет салтакӗсен туслӑхне халалланӑ палӑк умӗнче чӑваш юрри янӑранӑ, чӑваш ташшине ташланӑ. Унтан та ытларах — чӑваш ялавне ҫӗкленӗ.

«Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗ Алексей Енейкин пӗлтернӗ тӑрӑх, Америкӑри чӑвашсен ассоциацийӗн ертӳҫи Надежда Сандркина тата пӗрлӗшӳ хастарӗ Людмила Петрова асӑннӑ материкӑн ҫурҫӗр енне пӗр эрнелӗх ҫулҫӳревпе кайнӑ, хӑйсемпе пӗрле чӑваш ялавне те илнӗ.

Ентешӗмӗрсене Аляскӑри хӑш-пӗр ял-хулара пурӑнакансем халӗ те вырӑсла калаҫни тӗлӗнтернӗ. Чӑвашсем унта эскимоссемпе те тӗл пулнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк
Михаил Балашников сӑнӳкерчӗкӗ
Михаил Балашников сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑвакхуппи курнӑ. Ҫутҫанталӑкӑн илемлӗ ҫак пулӑмӗ — пирӗн тӑрӑхшӑн тӗлӗнтермӗш. Кӑвак хуппи Ҫӗрӗн ҫурҫӗр тата кӑнтӑр анлӑхӗсенче тӗл пулать.

Пӗлӗт хапхи уҫӑлнине (асӑннӑ пулӑма ҫапла та калаҫҫӗ) Ҫурҫӗр Америкӑра, Аляскӑра тата Раҫҫейӗн ҫурҫӗр районӗсенче пурӑнакансем курма пултараҫҫӗ. Гренландире, Исландире, Норвегире ҫурҫӗр шевли илемлӗ курӑнать.

Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи ҫӗрле — ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи Куславкка районӗнче асӑрхакан пулнӑ. Михаил Балашников ҫав пулӑма фотоаппаратпа ӳкерсе илнӗ.

Унччен ҫавӑн пек пулӑма 2015 ҫулхи пуш уйӑхен 17-мӗшӗнче Шупашкарта асӑрхакансем пулнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.06.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хутсемпе çыхăннă шухăшсемпе туйăмсене йĕркене кĕртĕр. Килĕшÿсем тăвăр, вĕренĕр. Шалти сасса итлĕр - вăл улталамĕ. Ĕçлĕ тата туслă çыхăнусене йĕркелĕр.Ĕçлĕ партнерсене хăвăрăн шухăша ĕнентернĕ чухне хăвăра алăра тытăр, сасса ан хăпартăр.

Ҫӗртме, 15

1922
102
Ҫеҫпӗл Мишши, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1931
93
Абашев Владимир Никифорович, чӑваш литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1977
47
Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ вилнӗ.
2003
21
Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ