Кӑҫал ҫанталӑк мӗнле пулассине, паллах, тӗп-тӗрӗс палӑртма ҫук. Ҫапах синоптиксем мӗн каланине тимлер.
Хӗл мӗн вӗҫлениччен сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫуркунне вара типӗ те ӑшӑ килмелле. Анчах пуш уйӑхӗнче нӳрӗк нумай пулмалла. Эппин, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ, юр ҫӑвӗ.
Ҫулла та сивӗрех кунсем пулӗҫ. Уйрӑмах - утӑ тата ҫурла уйӑхӗсем. Ҫӗртме пуҫламӑшӗнче ҫумӑр ҫӑвӗ, сывлӑш температури те нормӑран пӗчӗкрех пулӗ.
Кӗркунне ӑшӑ та типӗ килмелле. Тепӗр хӗл вара сивӗ, юрсӑр ҫанталӑкран пуҫланӗ.