Чӑваш кӗнеке издательствинче иртнӗ эрне вӗҫӗнче Василий Петровӑн «Ват хӗр ҫырӑвӗ» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
«Авторӑн чӗлхи илемлӗ, пуян. Паянхи писательсен те унран вӗренмелли пайтах. Сюжет тӗлӗшӗнчен темӗн анратмаллиех пулса иртмест пуль, анчах писателӗн ҫыпӑҫуллӑ чӗлхи чуна савӑнтарать, шухӑша путарать, вулакана хӑй тыткӑнне илет», — хыпарланӑ издательствӑн редакторӗ Ольга Иванова тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Паллӑ чӑваш прозаикӗн кӑларӑмне икӗ калавпа пӗр повесть кӗнӗ.