Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Музей вывескине тинех чӑвашла ҫырнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 26.01.2023 05:57 | 1103 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
Валери Туркай сӑнӳкерчӗкӗ
Валери Туркай сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗн вывескине тинех чӑвашла ҫырса хунӑ. Ку хыпара эпир ӗнер хамӑр ҫӑлкуҫсем урлӑ пӗлтӗмӗр.

Ырӑ хыпара пӗлтерекен палӑртнӑ тӑрӑх, «миҫе ҫул иртрӗ пулин те ҫак ӗҫе туни, чӑн та, савӑнтарать. Малтан «Май ҫук» тесе тӳрре тухма хӑтланкаланӑ. Анчах, тӑрӑшсан, чӑнах та тума пулать».

Мӗн тӑвӑн, Чӑваш Енре чӑвашла вывескӑсене курсан савӑнма тивни, пӗр енчен, питех те тӗлӗнтерет. Наци республикисенче малтанах вӗсене чӑвашла тата вырӑсла ҫырса хумалла пек те... Ҫав вӑхӑтрах акӑлчанла ҫырса хунисем те хулара тӗл пулаҫҫӗ.

#культура, #чӑвашлӑх, #Шупашкар, #чӑваш чӗлхи, #музейсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери ТУРКАЙ // 5886.3.6615
2023.05.17 20:39
Аранах!
Хӑҫан пӑрахать Чӑваш Ен тӳри-шари чӑваш чӗлхинчен кулма?!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем