Шӑп та лӑп 65 ҫул каялла, 1958 ҫулхи пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, СССР Журналистсен союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн йӗркелӳ съезчӗ иртнӗ. Кун пирки эпир Чӑваш Республикин хальхи вӑхӑтри историйӗ патшалӑх архивӗнчи хыпар тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Чӑваш Республикинче Журналистсен союзне унччен маларахах пуҫарса янӑ-ха. Кӑҫалхи ҫулла асӑннӑ пӗрлешӳ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитӗ — Журналистсен тата писательсен «Канаш» союзне 1923 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче йӗркеленӗ.
Чӑваш Енре журналистика XVIII ӗмӗр вӗҫӗнче никӗсленнӗ теҫҫӗ историксем. Ӑна пуҫарса яракансен йышӗнче Охадер Томеев, Еремей Рожанский, Спиридон Михайлов, Николай Золотницкий, Иван Яковлев, Алексей Рекеев, Никифор Охотников, Иван Юркин публицистсене тата ыттисене асӑнса хӑварма пулать.