Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑвашла вӗренмелле тенишӗн сӑмах лекнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 05.04.2023 18:26 | 1697 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти 1-мӗш вӑтам шкул директорне Татьяна Николаевӑна чӑваш чӗлхине пурин те вӗренмелле тенишӗн сӑмах лекнӗ.

Иртнӗ эрнере ашшӗ-амӑшӗн онлайн-пухӑвӗ иртнӗ. Ҫавӑнта хутшӑннӑ шкул директорӗ РФ Ҫутӗҫ министерстви ҫӗнӗ профстандарт ҫирӗплетни пирки ӑнлантарса панӑ чухне «кӑҫалтан тӑван чӗлхене пурин те вӗренмелле, пирӗнпе сирӗн вӑл Чӑваш Республики, апла пулсан вырӑс чӗлхипе пӗрлех пирӗн патшалӑх чӗлхи чӑваш чӗлхи» тесе каланӑ иккен.

Ҫавӑн хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви тӳрре тухнӑ май ачисем хӑш чӗлхене вӗренессине ашшӗ-амӑшӗ суйлать тесе уҫӑмлатнӑ. Унран та ытларах — Шупашкарти 1-мӗш вӑтам шкула асӑрхаттарни пирки хыпарланӑ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» форумра ҫырса кӑтартнӑ.

#чӑвашлӑх, #Вӗренӳ министерстви, #чӑваш чӗлхи, #шкулсем, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3475.27.7530
2023.04.05 23:26
Agabazar
https://chuvash.org/news/34660.html

Çакăнта пăхмалла.
Agabazar // 3475.27.7530
2023.04.06 02:57
Agabazar
Виталий Петрович Станьял патне кайса ăс ыйтмалла мар-ши?
ялтан // 3620.10.2717
2023.04.06 08:08
Форумне уçса вулăр-ха: ай тур-тур, мĕн пулса иртет?
Agabazar // 1051.21.0409
2023.04.06 11:11
Agabazar
Пĕрремĕш хут куратна çакна? Эс халиччен ăçта пурăннă? Пуçа кассан çĕлĕк пирки хуйхăрмаççĕ.
Agabazar // 1484.93.3620
2023.04.09 20:06
Agabazar
Виталий Петровичсем шарламаççĕ.
Пётр // 3490.45.0166
2023.04.11 05:57
Пётр
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ:
Agabazar // 4982.7.7344
2023.04.12 16:10
Agabazar
Вула та пĕл.
Алентей // 3562.66.8444
2023.04.15 21:49
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министрне чӑваш чӗлхене пӗтерме лартнӑ - вӑл, чӑвашла пӗлменскер- хӑйӗн усал ӗҫне тӗплӗн туса пырать. Ӑна лартаканскерӗ Чӑваш ен пуҫлӑхӗ - хӑйен ҫинчен кӑна шутлать, чӑваш халӑхшӑн тӑрӑшаканскерсем ҫук та унта..

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем