«Каскад» суту-илӳ ҫурчӗ умӗнче ӳкерсе хунӑ Нарспи нумаях пулмасть ҫухалнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫынсем тӗлӗннӗ, кӑмӑлсӑрланнӑ та. Граффитие мӗншӗн сӑрласа хунине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин халӗ Телеграмри хӑйӗн страницинче уҫӑмлатнӑ.
Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, граффити кӗҫех хӑй вырӑнне таврӑнӗ, анчах вӑл ҫӗнелӗ. Ксения Кокель художник ҫӗнӗ эскиз хатӗрлесе ӗҫе пуҫӑннӑ ӗнтӗ.
Аса илтерер: «Нарспи» граффитие тӑватӑ ҫул каялла подстанци ҫурчӗ ҫинче ӳкерсе хунӑ. Ӑна ӳкерме Ксения Кокель 100 пин тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Ӑна валли художник Крымра иртнӗ «Таврида» ҫамрӑксен форумӗн гранчӗпе тата хӑйӗн укҫипе усӑ курнӑ.
Граффитие ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче сӑрласа хунӑ. Ҫавна тӳре-шара штукатурка тӑкӑнма пуҫланипе сӑлтавланӑ.
Карантай Тимĕрĕ // 7723-2846
2023.05.18 19:25 | |
Ҫакӑ Нарспи мар, такам вырӑс сӑнлӑ хĕр пулса тӑнӑ. Унђђенхийĕ ђӑн ђӑваш сӑнлӑђђĕ, Нарспи поем кĕнекири пек. Шарашӑн хитре мар курӑннӑ пулас. |