Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Мӑрсак ялӗнче 56 ҫулти арҫыннӑн виллине тупнӑ. Кӗлетки ҫинче пусмӑрласа вӗлернӗ йӗрсем пулнӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна кӗске вӑхӑтра тупса палӑртнӑ. Вӑ – 23 ҫулти арҫын, ҫак ялтах пурӑнать.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кун каҫхине вӑл 56-ри арҫын патӗнче пулнӑ. Хайхискер ӑна хӗнесе пӗтернӗ. Лешӗ суранӗсене пула сывлама пӑрахнӑ.
Палӑртмалла: ҫак каччӑ 56-ри арҫын тӗлӗшпе унччен те преступлени тунӑ. Вӑл судпа пӗрре мар айӑпланнӑ.