Мускавра пӑрӑхран вӗри шыв тапса тухсан пиҫсе кайнипе 4 ҫын вилнине федераци шайӗнчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтерчӗҫ-ха. Тепӗр 10 ҫын пиҫсе кайнипе пульницӑна лекнӗ. Инкек утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулнӑ.
Вӗри шыв пӑрӑхӗшӗн «Времена года» суту-илӳ центрӗ яваплӑ пулнӑ. Асӑннӑ организацие тӗп инженер пулса Чӑваш Енри Евгений Боткин ӗҫленӗ. Вӑл Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче ҫуралнӑ.
39 ҫулти арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 217-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ентешӗмӗре суд авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗччен килтен тухмасӑр пурӑнмалла йышӑну кӑларнӑ. Боткин судра ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫав кун вӑл Чӑваш Енре пулнӑ.