Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӗлхене Мускаври вырсарни шкулӗнче вӗрентеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 29.07.2013 22:03 | 1536 хут пӑхнӑ

Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Мускавра чӑваш чӗлхине вӗренекенсем валли вырсарни шкулӗ хӑйӗн алӑкӗсене уҫӗ. Ӑна Раҫҫей Президенчӗн Чӑваш Республикинчи Полномочиллӗ представительствинче ӑша хывтарӗҫ. Шкул вырсарникунсерен, кӑнтӑрла иртни 2 сехетрен тытӑнса 4 сехетчен ӗҫлӗ.

Представительство Мускаври Пысӑк Ордынка урамӗнчи 46-мӗш ҫуртра, 1-мӗш строенире вырнаҫнӑ. Унта ҫитес тесен метропа «Третьяковка» е «Полянка» станцие ҫити каймалла. Курса ҫырӑнас текенсене е сӗнӳ парас текенсене polprchuv@col.ru электронлӑ адреспа ҫыру яма сӗнеҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 953-16-72.

#вырсарни шкулӗсем, #Мускав, #чӑваш чӗлхи

 

Комментари:

Migulaj // 1230.05.7492
2013.07.30 06:30
Полномочиллĕ представительствинче, строенире сăмахсене чăвашла çырма май çук-им?
2013.07.30 13:38
Аçтахар Плотников
Пулать, Микулай, пулать. Ку сайтăн «пурризмла» (чĕлхе пелĕвĕн терминологийĕ: пур термина та чăвашла çеç усă курасси, ют чĕлхерен кĕнĕ сăмахсене сивлесси) çырасси мар, çынсене информацие ăнлануллă тивĕçтересси. Уйрăмах çак информацие ăнлануллă çитермеле. Ыттисенче, хăвах куран вĕт, чăвашларах терминсемпе усă куратпăр.
Migulaj // 3823.77.1260
2013.07.30 18:21
Вара ял поселенийĕ текен сăмах та унта кĕрет-и?
2013.07.30 18:47
Аçтахар Плотников
«ял поселенийĕ» тени пирĕн сайтра, Микулай, ăнсăртран, асăрхаманран çеç лекме пултарать. Вăл сăмахмайлашăвне епле куçарасси çирĕпленнĕ, çавăнпа та эпир «ял тăрăхĕ» усă куратпăр. //тĕрĕссипе, тен, «ял хутлăхĕ» темелле те, анчах «ял тăрăхне» çирĕплетнĕ.
Migulaj // 3823.77.1260
2013.07.31 20:38
Çак ыйтусене, йывăрлăхсене Чăваш чĕлхин комиссийĕ татса пама пултараймасть-и? Е вăл та ячĕшĕн çеç?
Серте Унтри // 1528.97.8403
2013.07.31 22:57
Укçине çав вĕрентӳ валли мĕн чухлĕ тата ăçтан мĕнле фондран уйăраçĕ. Тата çак япалана ыйтса пĕлесшĕнчĕ? Мускавра отне дискотекăсем иртереçĕ. Мĕнле укçана освоит тăваçĕ çав дискотекăсенче?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем