Республикӑра санитари авиацийӗпе час-часах усӑ кураҫҫӗ. Вертолётпа чӗрепе юн тымарӗсен чирӗпе аптӑракансене ытларах чухне илсе каяҫҫӗ. Мӗншӗн тесен кун пек пациентсене вӑхӑтра операци тумалла.
Ҫак кунсенче Ҫӗмӗрле районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан, 1959 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна республикӑн тӗп хулине илсе килнӗ. Арҫыннӑн миокард инфаркчӗ пулнӑ.
Арҫын хӑнара пулнӑ чухне чӗри патӗнче ҫунтарма тытӑнса кайнине сиснӗ. Вӑл хӑех васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илнӗ. Шурӑ халатлисем ӑна Ҫӗмӗрлери медицина центрне илсе кайнӑ. Унта ӑна анестезиологипе реанимаци уйрӑмне вырттарнӑ. Кайран тухтӑрсем Республикӑри юн тымарӗсен центрӗпе канашланӑ хыҫҫӑн пациента Шупашкара куҫарма йышӑннӑ.
Республикӑн тӗп хулинче арҫынна коронарографи тунӑ, стент вырнаҫтарнӑ.