Чӑваш Енри тухтӑрсем магнит ҫӑтса янӑ ачасене пулӑшнӑ.
Республикӑн ача-пӑча клиника больницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, сывлӑх сиплев учрежденийӗн йышӑнупа диагностика уйрӑмне магнит ҫӑтса янӑ ачасем час-часах лекеҫҫӗ. Кашни ҫул — 15 ача таран.
Тухтӑрсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗ тӗпренчӗкӗсене магнит шариксенчен тӑракан пуҫватмӑшсем туянса пама юратать. Пӗчӗкскерсем конструктор пайӗсене ҫӑтса яраҫҫӗ. Харӑсах темиҫе магнит хыпса лартсан вӑл хырӑмран хӑй тӗллӗн тухаймасть, операци тума тивет.
Юлашки икӗ эрнере ҫеҫ ҫавӑн пек хӑтланнӑ икӗ ачана тухтӑрсем патне илсе пынӑ. Магнитсем пӗрлешсе ярса хырӑмра перитонит пуҫланса кайнӑ. Вӗсен пурнӑҫне тухтӑрсем ҫӑлса хӑварнӑ.