Чечня Республикин Пуҫлӑхӗ Рамзан Кадыров нумай пулмасть хӑш-пӗр тӳре-шарана ӗҫрен хӑтарассипе хӑратнӑ. Сӑмах ачисем вырӑсла кӑна пӗлекен чиновниксем пирки пырать.
«Чеченла калаҫман тата шухӑшламан ӑрӑвӑн пуласлӑх ҫук», — тенӗ Рамзан Кадыров. Ку сӑмаха вӑл «Нохчийн меттан говзанча» республикӑри конкурсӑн пӗтӗмлетӗвӗнче каланӑ.
«Чечен чӗлхине аталантарас тӗлӗшпе эпир пысӑк ӗҫсем туса ирттеретпӗр. Анчах чылай чухне ман командӑна кӗрекен ҫынсен ачисем чечен чӗлхине пӗлмеҫҫӗ. Унашкаллисене эп хамӑн командӑран кӑларма пуҫлӑп. Тӑван чӗлхене чи малтан ашшӗ-амӑшӗ вӗрентмелле. Ача пахчисемпе шкулсенче вырӑсла вӗрентеҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗ чылай чухне ҫакна ырлать. Ҫавна май ачасем вырӑсла та шухӑшлама тытӑнаҫҫӗ. Чеченла калаҫман тата шухӑшламан ӑрӑвӑн пуласлӑх ҫук», — палӑртнӑ Кадыров.
Леонид // 8617.9.7057
2023.11.10 11:41 | |
Маттур,Кадыров! | |
Леонид // 8617.9.7057
2023.11.10 11:42 | |
Маттур,Кадыров! | |
Agabazar // 3574.70.1740
2023.11.13 21:03 | |
Тÿре-шара хăй пĕлмесен мĕн тумалла тит?
Ачин пĕлмелле те чиновникĕн хăйĕн вара пĕлмесен те юрать-и? |