Чӑваш Енре автотуризма аталантарасшӑн. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, пирӗн республикӑмӑр Раҫҫейре автотуризма аталантармалли пилот проектне хутшӑнас кӑмӑллӑ.
Асӑннӑ темӑна Раҫҫейӗн Патшалӑхӑн Думин туризма тата турист инфраструктурине аталантарас енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ҫавра сӗтелӗнче сӳтсе явнӑ. Асӑннӑ лару ВДНХра иртнӗ.
Автотуризм ҫемьепе канмалли меллӗ вариант тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Республика Мускав тата Уралпа Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнчи регионсем хушшинче вырнаҫнӑран пирӗн тӑрӑхра автотуризма аталантарма пушшех те меллӗ тесе шухӑшлать Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов. Ҫитменнине тата ҫывӑх вӑхӑтра машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремелли М12 «Хӗвелтухӑҫ» ҫула туса пӗтермелле. Апла пулсан Шупашкарпа Комсомольски муниципаллӑ округӗ хушшинче автотуризм кластерне аталантарма май пур тесе каланӑ министр.