Шупашкар муниципалитет округӗнчи Ойкас ялӗнче пурӑнакансем малашне ҫӗнӗ ФАПа пулӑшу ыйтма ҫӳрӗҫ. Унти фельдшер Зоя Григорьева 30 ҫул ӗҫлет. Унччен вӑл пациентсене кивӗ медпунктра йышӑннӑ. Ҫавӑнпа вӑл ҫӗнӗ ФАП лайӑх пулнинн никамран лайӑх пӗлет.
Хальхи ФАПсенче пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ тӗнче тетелӗ те пур. Ку фельдшерсене районти пульница тухтӑрӗсемпе консультаци ирттерме май парать.
Ку ФАП Шупашкар муниципалитет округӗнче - 11-мӗш. Унта эмелсемпе медикаментсем - лейкопластырьтен пуҫласа пурнӑҫшӑн пӗлтерӗшлӗ препаратсем таранах - илме пулать.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен Шупашкар муниципалитет округӗнче тепӗр виҫӗ ФАП уҫӗҫ. Иккӗшне графикрен маларах туса пыраҫҫӗ.