Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче ҫанталӑк мӗнле пулӗ? «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект синоптикӗсем акӑ мӗн пӗлтереҫҫӗ.
Раштавӑн 23-мӗшӗччен пӗлӗтсен ҫӳллӗшӗнче 0-5 градус пулӗ, ҫӗр ҫинче – кӑштах кӑна «плюс». Ҫавна май кӗҫӗр йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче – вӑйлӑрах. Шӑматкун пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарать.
Ҫитес эрнере 4-9 градус таран сивӗтӗ. Уяртӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫул каҫхине ҫанталӑк 10-12 градус сивӗ пулӗ, ҫил вӑйлӑ вӗрмӗ.