Патӑрьелти пульницӑн инфекци уйрӑмне тӗплӗ юсав хыҫҫӑн уҫнӑ. Халӗ унта йӑлтах ҫӗнӗ те таса.
Пандеми вӑхӑтӗнче ҫак уйрӑм ковид-госпиталь пек ӗҫленӗ. Унта 20 пациент валли вырӑн пулнӑ. Кӑҫал ҫулла вӗҫӗнче инфекци уйрӑмне тӗплӗ юсама тытӑннӑ.
Пӗр хутлӑ ҫуртӑн фасадне, тӑррине, алӑкӗсене, чӳречисене, коммуникаци тытӑмне тата сантехникӑна улӑштарнӑ. Ҫак ӗҫсене «Строймашсервис» 16,9 миллион тенкӗпе пурнӑҫланӑ.