Паян, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан 70 ҫулти арҫынна санавиаци вертолечӗпе Шупашкара илсе ҫитернӗ.
Ӑна округри пульницӑна ӗнер каҫхине илсе ҫитернӗ. Вӑл кӑкӑр тӗлӗнчен ыратнине пӗлтернӗ. Ӑна кардиологсем, анестезиолог-реаниматологсем пӑхнӑ, сывлӑхӗ йывӑрланнине палӑртса пульницӑна вырттарнӑ.
Паян ирхине арҫыннӑн миокард инфаркчӗ пулнине палӑртнӑ. Ӑна часрах Шупашкара куҫарма йышӑннӑ. Санавиаци вертолечӗпе илсе кайнӑ чухне унӑн сывлӑхӗ йывӑрах пулман.