Чӑваш Енре ӗҫлесе пурӑнакан 300 ытла IT-специалист ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека илнӗ. Банксем вӗсем 2 миллиарда яхӑн тенкӗлӗх килӗшӳ тунӑ.
Ҫак ҫӑмӑллӑхпа ӳлӗмрен тата ытларах ҫын усӑ кураяссине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫӗршывра ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека программин лимитне хальхи 500 миллиард тенкӗрен 700 миллиард тенке ҫитерсе панӑ. Ҫапла майпа 15 пинрен кая мар айтишник ҫӑмӑллӑхлӑ пограммӑпа хаттер туянайӗ.
Программа хута кайнӑранпа Чӑваш Енри 617 ИТ-специалист заявка панӑ. Вӗсенчен 321-шне пурӗ 1 миллиард та 960 миллион тенкӗлӗх кредит панӑ. Программӑна лекес ӗмӗтлисен 35 ҫултан кӗҫӗнрех пулмалла.