Республикӑн онкологи диспансерӗнче сайра тӗл пулакан пысӑк шыҫҫа касса кӑларнӑ.
Хӗрарӑм пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче хырӑмӗ кӗтмен ҫӗртен ӳссе кайнине сиснӗ, хӑйне начар туйма тытӑннӑ. Анчах тухтӑр патне кайман. Ҫапла вӑл ҫур ҫул чӑтса пурӑннӑ. Хырӑмӗ калама ҫук пысӑкланса кайсан, сывлама йывӑрланса ҫитсен, вар хытса ларнипе аптӑракан пулсан ҫеҫ больницӑна кайнӑ.
Хӗрарӑмӑн 40 сантиметр пысӑкӑш шыҫӑ пулнӑ. Вӑл ытти органсене те кансӗрленӗ.
Ҫав шыҫӑ тератома пулнӑ. Ун варринче ҫу, ҫӳҫ тата шӑл пулнӑ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, вӑл шыҫӑ ун пысӑкӑш ӳссе кайни сайра пулать. Ҫавӑнпа вӗсем ҫынсене тухтӑр патне вӑхӑтра кайма, медосмотр тата диспансеризаци тухма сӗнеҫҫӗ.